Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕррин кунĕ. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ - чăваш культурине аталантарасси, чăваш тĕррине упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне ÿстересси.
Çак куна халалласа Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тĕрĕ ăстисен куравне йĕркелерĕç. Ачасем асламăшсен çÿпçинче упранакан пуянлăха илсе килнĕ, чăваш тӗрриллӗ ҫи-пуҫсем, К. Ивановӑн поэминчи тӗп герой Нарспие чӑваш тумӗпе ӳкернӗ.Çак кашни япаларах чăвашлăх палли пур – чăваш тĕрри. Илсе килнĕ ĕçсем куракансене тыткăнларĕç. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем алăпа тĕрленĕ чăваш тĕрриллĕ пуянлăх чуна çывăх пулнине пĕлтерчĕç.
Вĕренекенсем хушшинче тĕрĕ тĕрлес ăсталăха алла илес текенсем те пулчĕç. Вĕсем те малашне тĕрĕ ăстисем пуласса шанас килет.