"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнчӗҫ.

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнчӗҫ.

"Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнчӗҫ.

Паян, ака уйӑхӗн 26- мӗшӗнче Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" акцие хутшӑнчӗҫ. Унӑн тӗллевӗ- чӑваш чӗлхине юратма хавхалантарасси. Пӗтӗм чӑваш диктантне хутшӑнни пӗлӳ шайне тӗрӗслемелли мел те пулса тӑрать. Кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш ҫул иртрӗ вӑл.
Диктанта 175 ҫул каялла ҫут тӗнчене тӑван халӑха ҫутлӑх парнеленӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗре - Иван Яковлевич Яковлева халалланӑ. Халӑха ҫутта кӑлараканӑн пархатарлӑ ӗҫне чӑваш халӑхӗ яланах сума сӑвать, мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвӗ чӑваш ҫыннине малалла утма анлӑ ҫул хывма пулӑшнӑ.