Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ - Чӑваш чӗлхи кунӗ. Ҫак куна Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта ҫулсеренех уявлаҫҫӗ.

Ҫак кун шкулта 5 класра викторина, 1-9 -мӗш классенче Яковлев калавӗсем тӑрӑх ӳкернӗ ӳкерчӗксен конкурсӗ пулчӗ, ачасем чӑваш сӑввисене вуларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, класс сехечӗсем ирттерчӗҫ.
Пурнӑҫ пӗтӗмпех тӑван сӑмахран пуҫланать. Атте-анне чӗлхи-ҫке вӑл чӑваш чӗлхи! Кире ӑҫта кайсан та пире тӑван сӑмах вӑй-хал парать. Темле йывӑрлӑха та ҫӗнме пулӑшать.
Ҫакӑ йӑлтах И. Яковлев тивлечӗпе пирӗн куна ҫитнӗ. Унӑн "Халалӗ"пирӗн ӑрӑва панӑ пил. Упрар тӑван чӗлхемӗре, вӑл ӗмӗр пултӑр тӗнчере.