Уяв
тĕллевĕ: ачасене
тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе
илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшасси.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та
çепĕç, паха та асамлă. Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин куне уявлатпӑр.
Ҫак чаплӑ уява И. Я. Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑ. И. Я. Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ,
уншăн нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем çаксем: ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне
йӗркелени, пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене
вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени. «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ,
халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», - тесе ҫырнă И. Яковлев
«Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче».
Эрнелӗх планӗпе килӗшӱллӗ
ака уйăхӗн 22-мӗшӗнче Тӗмшер шкулӗнче «Эпир-чăваш йăхӗнчен» мероприятии иртрӗ.
Вӗренекенсем илемлӗ чăваш юррисене шăрантарчӗç, викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç,
йăла-йӗркепе çыхăннă видеороликсем курчӗç. Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен
çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ. И. Я. Яковлев
халалĕсене асра тытса пурǎнас. Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те
ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě.
Автор: Сорокина Л. П., Терентьева
В. М., Егорова Е. А.