Экологи
- çут çанталăк тасалăхĕ. Экологи - çурт-йĕре, унта пурăннине пĕлтерекен
ăслăлăх. Çак çуртра чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк, ÿсен-тăран, хурт-кăпшанкăсем пурăнаççĕ. Ку çурт питĕ пысăк. Ку вăл - пирĕн
Çĕр-аннемĕр. Тăван тавралăх пире хăй илемĕпе яланах тыткăнлать. Вăл
яланах илемлĕ пултăр тесе пирĕн тăрăшмалла. Пире илĕртекен тирпĕй-илем
хăйпе-хăй килмест, уншăн пурин те чунпа çунмалла, вăй хумалла.
Экологи театрӗ- ачасене ҫут ҫанталăка
упрама вӗрентмелли
тӗп
мелсенчен пӗри.
Кунта ачасем юрă-ташă, сăвă
урлă хăйсем ҫут ҫанталăка юратнине, ăна упрама
кирлине кăтартса параҫҫӗ.
Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан шкулта та «Упрар, ҫут ҫанталăка» экологи
театрӗн конкурсне хатӗрленеҫҫӗ. Паян иккӗмӗш репетици иртрӗ. Вӗренекенсем
хăйсемех ташă лартаҫҫӗ, костюмсем хатӗрлеҫҫӗ. Маттур, ачасем!
Сорокина Л.П.