Крымпа пӗрле

Крымпа пӗрле

Крым Раççейпе пĕрлешнине Чăваш Ен те уявлать.Чăннипех — пысăк уяв. Ăна пĕтĕм çĕр –шыв паллă тăвать. Çав шутра — Чăваш Ен те. Крым пирĕн республикăшăн та çывăх. Çур утравра чăвашсем те йышлăн пурăнаççĕ.

Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗнче Тӗмшер шкулӗнче Крым Раççейпе пӗрлешнӗ куна халалласа тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗç: класс сехечӗсем, уçă уроксем, ӱкерчӗксен конкурсӗ, литература вулавӗ,  виртуаллă экскурси. Пуçламăш классенче çур утрав тăрăх экскурсии ирттерчӗç. Ачасем кунти çут çанталăкпа, чӗр чунсемпе, Крымри çӗр хăвăлӗсемпе, тинӗс тӗпӗнчи вăрттăнлăхпа паллашрӗç. 5,8 классенчи ачасем Крым историйӗпе паллашрӗç, Тăванçӗр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă Крым паттăрӗсем çинчен калаçрӗç.