Уяв ячӗпе саламлатпăр!

Уяв ячӗпе саламлатпăр!

Уяв ячӗпе саламлатпăр, юратнă аннесем!

Хĕвел пăхтăр кунсерен,

Юр юрлаччĕр кайăксем.

Хавас кулă питĕнчен,

Ан çухалтăр аннесен.

Мартӑн 8-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ .Анне - пире пурнăç паракан, кашниншӗн çӗр çинчи чи хаклă çын. Аннерен çепĕççи, илемли кам пур-ши çĕр çинче? Вăл пире пурнăç парать, лăпка-лăпка ÿстерет, ăса вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Анне пире мĕнпур йывăрлăха чăтма, çĕршыва чунтан юратма вĕрентет. Аннесене уяв кун кăна мар, яланах хаклар, юратар, çителӗклӗ тимлӗх уйăрар. Çак кун тӗнчери чи хаклă çыннăмăрсене саламлтпăр. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне çӗршывăмăрта çулран çул чаплăрах та чаплăрах уявлаççӗ: ача сачӗсенче, шкулсенче, культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ, ачасем амăшӗсем валли парне хатӗрлеççӗ. Кăçал та юратнă аннемӗрсене уяв яӗпе чӗререн саламларăмăр, пурне те çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу сунтăмăр. Аннесене салам сăмахӗсемпе савăнтартăмăр, хамăр алăпа тунă парнесем патăмăр. Кашни кунах тимлӗх уйăрма тупа турăмăр.

#МинобразованияЧувашии#

#ДмитрийЗахаровЧувашия#

#образованиекозловка#

Фотогалерея