Спектакль

Спектакль
Спектакль

Кăрлачăн 20-мӗшӗнче Тӗмшер шкулӗнче вӗренекенсем Сăрпа Хусан хÿтĕлев рубежĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă спектакль кайса курчӗç. Спектакль историри пулăмсем , окоп чавакансен аса илӗвӗсем çинче никӗсленнӗ. Хӗрарăм сăнарӗ урлă тăван халăхăн йывăр пурнăçне аван кăтартса пачӗç. Куракансем спектакле пӗр сывламасăр итлесе ларчӗç.

Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтсенче салтаксем мĕнле паттăр ĕçсем тунине, Совет çыннисем Ленинград, Мускав патĕнче епле окопсем чавнине, хĕç-пăшал кăларакан заводсенче ĕçленине лайăх пӗлетпӗр, анчах тылра окопсемпе блиндажсем, дотсем тата ытти вут-хĕм вырăнĕсем, сăмахран, Сăр тата Хусан чиккисем çĕклени пирки сахал пĕлетпĕр. Çак тĕслĕхе те чăннипех халăхăн ĕç паттăрлăхĕн символĕ теме пулать. Икĕ хÿтĕлев рубежĕсен строительствине 170 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем 300 километра çити тăсăлнă е Шупашкартан Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт кăна пĕчĕкрех. Ку истори тапхăрӗсене вӗренекенсен пӗлмеллех.

Спектакль пуриншӗн те çав тери усăллă пулчӗ.
Автор : Сорокина Л.П., Егорова Е. А.