Професси суйласси

Професси суйласси

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: "Ĕç — пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, хăв телейне тупмалла. "Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет”, — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрешеççĕ, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк панине — таланта тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.

8 класра «Манăн пулас професси» класс сехечӗ иртрӗ. Вӗренекенсем презентаци курчӗç, хăйсене килӗшекен ӗç çинчен калаçрӗç.

Автор :Сорокина Л.П.