Подведены итоги недели чувашского языка.

Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан тӗп шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă мероприятисем иртрĕç. 5-9 классенче класс ертӱçисем калаçу урокӗсем ирттерчӗç. «Тăван чӗлхе- атте-анне чӗлхи» стена хаçачӗсен конкурсӗ иртрӗ. Ку конкурсра 8-мӗш класра вӗренекен Гочачилова Даша çӗнтерчӗ. Унăн хаçачӗ ытти хаçатсенчен чылай пуянрах пулни палăрчӗ. «Тěрлě халăхсен тумӗ» ÿкерчěксен конкурсěнче 6-мӗш класра вӗренекен Краснова Эвелина çӗнтерӱçӗ пулса тăчӗ.

Аслă тата вăтам классенче вӗренекенсем Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен кăсăк информаци илчĕç. Сергеева Г.С.тěрлě халăх писателěсен кěнекисен выставкине йӗркелерӗ.