Халăхăмăр Тăван çӗр-шывăн аслă вăрçинче тăшмана тӗппипех аркатса тăкнăранпа кăçал 76 çул çитет. Унтанпа миçе ăру çуралса çитӗннӗ пулӗ? Вăрçă ахрăмӗ пирӗн асран нихăçан та тухас çук. Кашни çул эпир Аслă Ҫӗнтерӱ кунне пӗтӗм халăхăн чаплă уявӗ пек ирттеретпӗр. Вăрçăра ирсӗр тăшмана хирӗç хăюллă та паттăр çапăçнă, Тăван çӗр-шыв ирӗклӗхӗшӗн юн тăкнă е хăйсен пурнăçне панă, тылра хастар ӗçленӗ çынсене эпир яланах ăшă туйăмпа, чун-чӗререн тав туса аса илетпӗр.
Нарăс уйăхӗнче республика шайӗнче тылра ӗçленӗ паттăрсене халалласа сочиненисен конкурсӗ иртрӗ. Ку конкурса 9-мӗш класра вӗренекен Романов Тимур хутшăнса чи лайăх сочиненисен йышне кӗме пултарчӗ. Маттур,Тимур!