Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунӗ

Нарăс уйăхӗн 21-мӗшӗ - пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе - культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă.

Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков

Нарăсăн 18-мěшěнчен пуçласа 20-мěшěччен Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан тӗп шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă мероприятисем иртеççĕ. Кунта 1-9 классенче вӗренекенсем хутшăнаççӗ. 8-мӗш класра «Чăваш поэзийěн çăлтăрě» (Ҫеçпӗл Мишши сăввисем тăрăх) урок иртрӗ. 5-8 классенче вӗренекенсем «Ылтăн çӗр» темăпа ӱкерчӗксем турӗç. 5 класра вӗренекенсем «Юмах ятăм, юптартăм, пӗр сăмах та суймарăм» викторинăра активлă хутшăнчӗç.Уйрăмах Лескина Л., Городсков Д. юмахсене аван пӗлни курăнчӗ. 8-мӗш класра вӗренекен Тхагапсоева С. ăста ӱнерçӗ пулни савăнтарчӗ.