Чăваш тӗрри

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев Чăваш тӗрри кунне чӱк уйăхӗн 26-мӗшӗнче уявласси çинчен хушу кăларнă. Ҫавна май республикăра тӗрлӗ мероприятисем туса ирттереççӗ. Тӗмшерти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан тӗп шкулта вӗренекенсем те çак юхăма кăмăлпах хутшăнчӗç.

Чăваш тӗрри кунне халалласа Сергеева Г.С. тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесен выставкине йӗркелерӗ, 8-9 классенче вӗренекенсемпе «Чăваш тĕрри – чăваш ăс-хакăл мулĕ» çамрăк тӗрӗçӗсен ӗçӗсен выставкине, «Чăваш тӗррин асамлăхӗ ӗлӗкхи чăваш кӗписемпе ал шăллийӗсенче» куравсем йӗркелерӗмӗр.

5-6 классенче «Е.Н.Жачева-чăвашсен паллă тӗрӗçи» калаçу урокӗ ирттертӗмӗр, 7-9 класра вӗренекен пикесем хăйсен тӗррисемпе паллаштарчӗç. 6-мӗш класра вӗренекен Степанов М. асламăшӗн ал ӗçӗсемпе паллаштарчӗ.Чăваш çӗр-шывӗ- ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ çӗр-шывӗ. Ӗмӗр пурăн, чăваш тӗрри!

Чăваш тӗрри пит капăр!

Чăваш тӗрри – эрешлӗ.

Чăваш тӗрри çыруллă.

Эс пурăн ӗмӗр-ӗмӗр!