Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче «Чǎваш чĕлхи кÿнĕ» уяв иртрĕ. УяваЧǎваш республикин гимнĕ янрǎнипе пуçланчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Максимова Таньǎпа Саперова Лена уява ертсе пычĕç. « Алран кайми аки-сухи» чǎваш халǎх юррин историйĕ çинчен 8 мĕш класра вĕренекен Саулина Александра ǎнланмалла каласа пачĕ. Ачасем савǎнǎçлǎ юрǎсем юрласа, сǎвасем каласа савǎнчĕç. Улттǎмĕш класс ачисем Петр Львов çырнǎ « Пилĕк пÿрне – пĕр тǎван» юмаха сцена çинче выляса пачĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле тǎрса « Ай, сывǎ пултǎр чǎваш чĕлхи» юрра шǎрантарчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Солдыбаевская основная общеобразовательная школа имени Алексея Георгиевича Журавлева» Козловского муниципального округа
Чувашской Республики
Версия для слабовидящих