Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем паян
«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 2019» акцие хутшǎнчĕç. Театр çулталǎкне халалласа хатĕрленĕ «Мǎнаçлǎхǎмǎр, мухтавǎмǎр…» ятлǎ текста пурĕ 18 çын çырчĕ. Чǎвашла пĕлекен кашни çыракан хǎй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслме май пулнишĕн савǎнчĕ. Чǎваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне устерес тесе тǎрǎшрĕ.