Юмах тĕнчи

Шкул ачине кĕненепе туслашма, унпа кăсăкланма пулăшас, пуплевне пуянлатас, илем туйăмне аталантарас, ырăпа усала туйма вĕрентес тĕлĕшпе шкулта тĕрлĕ ěçсем  туса ирттеретпĕр.

  Чăваш чĕлхи эрнинче  нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсем чăваш  халăх юмахĕсемпе паллашрĕç. Ачасем литература вулавĕ урокĕсенче вуланă  юмахсене аса илчĕç, çĕнĕ юмахсемпе паллашрĕç. Ачасене пуринчен ытларах «Тилĕ тус», «Пукане», «Ула качака» юмахсем килĕшрĕç. Вĕренекенсем юмахри сăнарсене ушкăнларĕç, сăнласа пачĕç. «Тилĕ тус» юмаха тăваттăмĕш класра вĕренекенсем  выляса кăтартрĕç. Куракансем вěсене хаваспах йышӑнчěç