Янра, чӑваш чěлхи

Патшалăх стандарчĕ ачасене ăс парасси тата вĕсен кăмăл – сипетне аталантарасси пĕр çыхăнура пулса пымаллине çирĕплетет. Ачан тăван чĕлхине тата тăван халăхне хисеплеме, çут çанталăка упрама вĕренмелле. Вăл хăй халăхĕн историйĕпе, паттăрлăхĕпе мăнаçлантăр.  Çитĕнекен ачан кăмăл туйăмне ют чĕлхепе калаçса аталантараймăн.

Чăваш чĕлхин пуянлăхне упрас, ăна малалла аталантарас тĕлĕшпе эпир нарӑс уйӑхěн 19-мěшěнче «Янра, чӑваш чěлхи» класс тулашěнчи мероприяти ирттертěмěр. Ачасем тăван халăхăн хитре сăвви-юррисемпе, вăййисемпе, тупмалли юмахěсемпе паллашрěç. Чӑваш чěлхи чӑннипех те çепěç те янравлӑ пулнине тимлерěç.