Чÿк уйǎхĕн 15- мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чǎваш халǎх поэчĕ, Чǎваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл республикисен культурǎн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) хǎнара пулчĕ. Тĕл пулу питĕ тухǎçлǎ иртрĕ. Чи малтанах ачасем паллǎ çыравçа ыйтусем пачĕç. Унǎн пурнǎçĕ тата хайлавĕсем интереслентерчĕç вĕренекенсене. Çыравçǎ пуçламǎш класрах литература ĕçне пуçǎнни ачасене кǎсǎклантарса ячĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем чǎваш халǎх поэчĕ хǎйĕн хайлавĕсем тата пурнǎçĕнчи интереслĕ саманчĕсем çинчен каласа панине питĕ тимлĕн итлерĕç.
Юхма Мишши шкула 20 пин те 130 тенкĕлĕх кĕнекесем парнелесе хǎварчĕ. Шкул библиотеки 234 кĕнекепе пуянланчĕ. Хǎнасем, юлашкинчен, 5 - мĕш класс ачисемпе « Пÿрнескепе унǎн тусĕсем» кĕнеке тǎрǎх калаçу йĕркелерĕç, музейри экспонатсемпе паллашрĕç. Ачасем Юхма Мишшине ырǎ пулма, туслǎ пурǎнма вĕрентекен хайлавсемшĕн, пирĕн шкула килсе курнǎшǎн чун-чĕререн тав турĕç. Тĕл пулу нумайлǎха асра юлĕ.