Упрар тǎван чĕлхемĕре

Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта паллǎ чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнǎранпа 90 çул çитнине халалланǎ « Упрар тǎван чĕлхемĕре» оратор ǎсталǎхĕн конкурсĕ муниципалитет шайĕнче  иртрĕ . Конкурса тĕрлĕ шкулсенчи  7-мĕш тата 8-мĕш класс ачисем тупǎшрĕç. Ачасем  пуçласа  иртекен  ораторсен конкурсĕнче хǎйсен пултарулǎхĕпе тĕлĕнтерчĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Малти вырǎна тухнисем  район чысне Шупашкарта хÿтĕлĕç.