Чǎваш чĕлхи эрнини ÿçǎлчĕ

Паян ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче, Тĕмшерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ,  Ашшĕпе Амǎшĕн çулталǎкне халалланǎ чǎваш чĕлхи эрнини ÿçǎлчĕ,  7-мĕш класра вĕренекен Максимова Татьянǎпа Саперова Елена  эрне планĕпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем тǎван чĕлхе тата  атте-анне çинчен сǎвасем вуларĕç, юрларĕç.    «Тавах сана, тǎван чĕлхе!» литмонтаж пурне те килĕшрĕ.

             13 сехетре шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем « Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ – 17» çырчĕç.