„Паттǎр пулнǎ авалсем” - çавра сĕтел

Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тĕмшерти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта Чǎваш чĕлхи кунне уявларĕç.Паттǎр пулнǎ авалсем”  çавра сĕтел мероприяти иртрĕ. 7-9 класс ачисем хутшǎнчĕç.

Çавра сĕтелĕн 1-мĕш тапхǎрĕнче ачасем ятарласа хатĕрленĕ анкета ыйтǎвĕсене хуравларĕç:

1. Атǎлçи Пǎлхар патшалǎхĕ ǎçта вырнаçнǎ?

2. Вǎл хǎш вǎхǎтра  йĕркеленсе кайнǎ?

3. Пǎлхар патшалǎхне камсем аркатнǎ?

4. Атǎлçи Пǎлхар патшалǎхĕнче мĕнле хуласем пулнǎ?

5. Монгол тутарсен пусмǎрĕ пǎлхар халǎх пурнǎçĕнче мĕнле йĕр хǎварнǎ?

Чи маттурри 9-мĕш класра вĕренекен Саперова Ирина пулчĕ.

2-мĕш тапхǎрта Карамзина Л.Г., чǎваш чĕлхипе литература учителĕ „Монгол-тутарсем Атǎл çинче” мультимедийлǎ презентаципе паллаштарчĕ. Проблемǎсене сÿтсе яврĕç.

3-мĕш тапхǎр вǎхǎтĕнче   „Паттǎр пулнǎ авалсем” хайлав çырчĕç.

Захарова Н. (7 класс):

         Паян эпĕ хамǎрǎн мǎн асаттесем çинчен нумай пĕлтĕм. Вĕсем чаплǎ та мухтавлǎ Атǎлçи Пǎлхарта пурǎннǎ иккен. Çут çанталǎкпа килĕштерсе пурǎннǎ: юхан шыва хаклǎ йышши чулпа танлаштарнǎ -  „Ĕнчĕ” ят панǎ. Хура тǎпрана хисепленĕ, пылчǎкне те пылпа танлаштарнǎ пǎлхарсем.   Монгол-тутарсем тапǎнса килсен кашни ялшǎн, кашни хулашǎн паттǎррǎн кĕрешнĕ. Челпир, Ылтǎнпик, Сарри паттǎр ячĕсем ман асрах юлĕç. Анчах тǎшман ытла хаяр пулнǎ çав: ваттине те, вĕттине те хĕрхенмен вǎл...

Путина Ирина(8 класс):

          Монгол-тутар çарĕсем Пǎлхар çĕрĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе çаратнǎ, хуласене çунтарнǎ, халǎхǎн 4/5-мĕш пайне пĕтернĕ, хитре те чипер пикесене хǎрхǎма илсе кайнǎ. Пǎлхар патшалǎхне çĕр çинчен шǎлса тǎкнǎ. Çакна Турри  мĕнле  чǎтса тǎнǎ-ши? ...

Саперова И. (9класс):

           Пǎлхар патшалǎхĕ çинчен нумай çĕнни каласа кǎтартрĕç. Эпир ǎна çǎвара карсах итлесе лартǎмǎр. Питĕ шел, çавǎн пек чаплǎ çĕршыв çĕр çинчен çухалнǎ.  Вǎрçǎ нихǎçан та ырри патне илсе пымасть çав. Пурнǎçа ют çынна çаратса мар, ĕçлесе илем кÿресчĕ....